Чӑвашстат Чӑваш Енри ҫынсем мӗн чухлӗ ӗҫ укҫи илнине пӗлтернӗ. Кӑҫалхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче ҫынсем вӑтамран мӗн чухлӗ укҫа илнине чухлатӑр-и? 22 пин тенкӗ.
Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 6 процент нумайрах. Тӗплӗнрех каласан, кӑҫал ҫынсем уйӑхне вӑтамран 22971 тенкӗ илнӗ.
Пирӗн республикӑра тӗрлӗ предприятире 331200 ҫын тӑрӑшать. Чылайӑшӗ Шупашкарта вӑй хурать – 126671 ҫын. Ҫӗнӗ Шупашкар ку енӗпе иккӗмӗш вырӑнта – 22266 ҫын. Канаш – виҫҫӗмӗш: 10628 ҫын.
Паян Вӑрмарти пассажирсен автотранспорт предприятийӗн водителӗсем забастовка ирттернӗ: ирпе вӗсем ӗҫе тухман. Ҫапла хӑтланма ӗҫ укҫине тӑватӑ уйӑх илейменни хистенӗ. Ирпе рейса 10 техникӑпа 10 водитель тухман.
Шалусӑр ларса ывӑннӑ водительсем ӗҫе тухмассине пуҫлӑхсене маларах систермен. Автобуссем ҫула тухманнишӗн халӑх аптӑраман: йӗркене пӑсакан пулман, хӑш-пӗр рейса уйрӑм ҫынсем турттаракан автобуссем кайнӑ. Кун пирки республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви хыпарлать. Каярах мӗнпур водитель ӗҫе тухнӑ.
Автотранспорт предприятийӗ иртнӗ ҫула 45 миллион тенкӗ тӑкакпа вӗҫленӗ. Маларах асӑннӑ ведомство сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Вӑрмарти ПАТПри кӑткӑс лару-тӑрӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗрӗслесе тӑрать.
Дмитрий Медведев ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева халӑха ӗҫ укҫи тӳлеменнине тӗплӗн тӗрӗслесе тӑма ыйтнӑ. Канашлу чӳкӗн 25-мӗшӗнче РФ Правительствинче иртнӗ. Унта шӑпах шалу ыйтӑвне сӳтсе явнӑ.
«Ҫынсем ырана план тӑваҫҫӗ, ҫемйишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗнче ӗҫ укҫи илменнисен йышӗ 70 пин ытла ҫынна ҫитнӗ», - палӑртнӑ Дмитрий Медведев. Вӑл регион пуҫлӑхӗсен ку ыйтӑва тӗрӗслесе тӑмаллине каланӑ.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре ҫынсене пӗтӗмпе 23 миллион та 932 пин тенкӗ шалу тӳлемен. 6 организацири 586 ҫын халӗ те ӗҫ укҫи кӗтет.
Шупашкар хула пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан ҫынна ӗҫ укҫисӗр ӗҫлеттерме йышӑннине унччен сайтра пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть сасӑлав ирттернӗ. Хула мэрне чӑнах та ӗҫ укҫи тӳлемелле мар-и? Ҫак ыйтӑва хуравланӑ ҫынсем.
Чылайӑшӗ депутатсен шухӑшне ырланӑ. Ыйтӑма пӗтӗмпе 2287 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 1175-шӗ мэра укҫасӑр ӗҫлеттермеллине каланӑ. Тепӗр 681-шӗ шалу тӳлемеллине каланӑ. 359 ҫын вара татӑклӑ хурав пама тӑхтанӑ. Хӑйсен сӗнӗвӗпе 72 ҫын паллаштарнӑ.
Мэра ӗҫ укҫи тӳлемесӗр депутатсем хысна укҫине перекетлесшӗн. Ҫапах хӑш-пӗр депутат мэра укҫа тӳлемеллине каланӑ. Тӗслӗхрен, Константин Степанов ҫапла каланӑ: «8 сехет ӗҫленӗ хыҫҫӑн тепӗр учреждение килетӗр те ҫурҫӗрччен ӗҫлетӗр. Ӗҫе пахалӑхлӑ тӑвӗ-и ҫав ҫын? Паллах ҫук».
Шупашкар хула пуҫлӑхне тӳлевсӗр ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Ку ыйтӑва республикӑн тӗп хулинчи депутатсем ӗнер иртнӗ ларура татса панӑ. Тӳлевсӗр ӗҫлеттерме хирӗҫ пулнисем иккӗн кӑна тупӑннӑ: Анатолий Игумнов экс-мэр тата Константин Степанов либерал-демократ.
Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн Председателӗ — хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Леонид Черкесов РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнӑ хыҫҫӑн хула пуҫлӑхне тӳлевсӗр ӗҫлеттермелли пирки сӑмах тухнӑччӗ. Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче шупашкарсем хула пуҫлӑхне укҫалла е укҫасӑр тар тӑктарассине халӑхпа сӳтсе явма пухӑннӑччӗ. Унта тӗрлӗ шухӑш сисӗннӗччӗ. Либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Константин Степанов, сӑмахран, ӗҫлекен ҫынна тӳлемеллине палӑртнӑччӗ. Пухӑва ертсе пыракан Николай Владимиров депутат хӑйӗнпе килӗшменнине кура либерал-демократ тарӑхса тухса кайнӑччӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ Владимир Кузин малтан тӳлес шухӑшлӑ пулнине пӑхмасӑрах урӑхларах калаҫнӑ май, «ӗҫтешсемпе сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн» урӑхларах пӗтӗмлетӳ тунине пӗлтернӗччӗ.
Хула пуҫлӑхӗн тивӗҫне халӗ Ирина Клементьева депутат пурнӑҫлать.
Шупашкарта хула пуҫлӑхне тӳлевсӗр ӗҫлеттересшӗн. Унччен республикӑн тӗп хулинчи Депутатсен пухӑвӗн Председателӗ — хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Леонид Черкесов РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнӑ хыҫҫӑн ҫак тивӗҫе унӑн ҫумӗ Ирина Клементьева ҫине тиенӗччӗ. Ун хыҫҫӑнах хула пуҫлӑхне тӳлевсӗр ӗҫлеттермелли пирки сӑмах тухрӗ.
Ӗнер шупашкарсем хула пуҫлӑхне укҫалла е укҫасӑр тар тӑктарассине халӑхпа сӳтсе явма пухӑннӑ. Унта тӗрлӗ шухӑш сисӗннӗ. Либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Константин Степанов, сӑмахран, ӗҫлекен ҫынна тӳлемеллине палӑртнӑ. Пухӑва ертсе пыракан Николай Владимиров депутат хӑйӗнпе килӗшменнине кура либерал-демократ тарӑхса тухса кайнӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ Владимир Кузин малтан тӳлес шухӑшлӑ пулнине пӑхмасӑрах халӗ урӑхларах калаҫнӑ. «Ӗҫтешсемпе сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн» вӑл урӑхларах пӗтӗмлетӳ тунине пӗлтернӗ.
Тавлашуллӑ ку ыйтӑва Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче татса парӗҫ. «Халӑх тарҫисем» еплерех йышӑнасси пирки тӗшмӗртме пулать-ха, ҫапах та пӗтӗмлетӳпе васкар мар.
ЧР Министрсен Кабинечӗ чиновниксен ӗҫ укҫине ӳстернӗ: 7,7 процентран 10 процента ҫитнӗ.
Ку йышӑнӑва юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех ҫирӗплетнӗ. Халӗ ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин 50 496 тенкӗ окладсӑр пуҫне 2,25 мар, 2,46 поцент чухлӗ преми илӗ. Эппин, унӑн шалӑве 10 пин тенкӗ ӳснӗ.
Пӗчӗкрех должноҫ йышӑнакан тӳре-шаран та ӗҫ укҫи ӳснӗ: 7,7 процентран 9 процента ҫитнӗ.
Унччен ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ӗҫ укҫи те ӳснине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Михаил Игнатьев тӳре-шаран шалӑвне 10 процент пӗчӗклетесси пирки алӑ пуснӑччӗ. Ку республика хыснине перекетлес тӗллевпе пулнӑ.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен обществи ӗҫ укҫипе парӑмлине пытарма хӑтланнӑ. Кӑлтӑка асӑннӑ районти прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ.
Штата кӗскетнӗ тесе ӗҫрен кӑларса янӑ ҫынсем шалӑва паян кун та илсе пӗтереймеҫҫӗ. Аптӑранисенчен пӗр пайӗ ҫийӗнчех прокуратурӑна, теприсем суда ҫул тытнӑ.
«Чӑваш бройлерӗ» 278 рабочи умӗнче 7 миллиона яхӑн парӑма кӗрсе кайнӑ. Шалӑва унта утӑ, ҫурла уйӑхӗсемшӗн те тӳлесе татман. Унтан та ытларах — парӑм пуррине статистика органне пӗлтермелле пулин те предприяти хыпарламан. Куншӑн прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ун тӑрӑх предприятие Чӑвашстат 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Прокуратура сайтӗнчи кӗске хыпарта ҫынсене шалӑва хӑҫан тӳлесе татассине асӑнман.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчев управленийӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗпчекен пӗрремӗш пайӗ «Промтрактор-Промлит» савутӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Игорь Гиске тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ӗҫченӗсене виҫӗ уйӑх ытла ӗҫ укҫи паманшӑн явап тыттарасшӑн.
Пуҫиле ӗҫ материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулта предприяти ӗҫченсене виҫӗ уйӑх ытла шалӑва вӑхӑтра е тулли тӳлемен. Организацин тӳлемешкӗн майсем пулнӑ.
Халӗ ҫынсене мӗн чухлӗ ӗҫ укҫи тӳлеменнине палӑртаҫҫӗ. Ҫавна май суд-бухгалтери тӗрӗслевне ирттереҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе Шупашкарти Калинин районӗн прокуратурин материалӗсене тӗпе хурса пуҫарнӑ.
Вӑрнар район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унти предприятисем производство калӑпӑшне ӳстерсе пыраҫҫӗ. Промышленность продукцийӗн калӑпӑшӗ кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 30,8 процент нумайланнӑ. Укҫа ҫине куҫарсан вӑл 12 миллиард та 271 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Уйрӑм предприятисене тишкерсен, «Август» фирмӑн Вӑрнарти хутӑш препаратсен савучӗ, «Чӑвашкабельмет», «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ, «Вурнары Завод Сом» кӑтартӑва лайӑхлатнӑ.
Районти вӑтам шалу хисепӗ те ӳснӗ. Унтисем уйӑхсерен вӑтамран 21 пин те 227 тенкӗ те 90 пус илнӗ. Ку вӑл — кӑҫалхи сакӑр уйӑхри кӑтарту. Район администрацийӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенчинчен шалу 4,6% хӑпарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |